Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх çинчен ан манăр

04 февраля 2014 г.

Хăшĕ-пĕри пĕлмеççĕ-ăнланмаççĕ те, тен, газ – сирпĕнме пултаракан вещество. Асăрхануллă усă курмасан пысăк хăрушлăх кăларма пултарать, мĕншĕн тесен кашни кил-çуртра, хуçалăхра пур. Инкексен чи анлă сарăлнă сăлтавĕ – тăрпасем юсавсăррипе, вĕсене япăх çыхăнтарнипе пÿлĕмсене газ тухса тăни. Çавăнпа та газ оборудованийĕн юсавлăхне, вентиляци каналĕсем мĕнле туртнине пĕрмаях тĕрĕслесе тăмалла.

Аварийлĕ лару-тăрура газ тăрписен кранне тÿрех хупса хумалла, пÿлĕме чÿречесене уçса уçăлтармалла. 04 (112) номерпе шăнкăравласа авари службине хăвăртрах чĕнмелле.

Сывлав органĕсене йĕпе татăкпа хуплăр, сигарет тата çулăм ан чĕртĕр. Çавăн пекех çутă çутма, электроприборсемпе тата электрошăнкăравпа усă курма юрамасть.

Енчен те газ кранне хупма май çук-тăк, пÿлĕмрен хăвăртрах тухăр, кÿршĕсене инкек çинчен пĕлтерĕр, пушар хуралĕн тата васкавлă пулăшу ĕçченĕсене чĕнĕр.

Инкексене асăрхаттарас тĕллевпе çак правилăсене çирĕп пăхăнăр:

– çуртра е хваттерте газ кĕртессипе, оборудование улăштарассипе çыхăннă ĕçсене специалистсен кăна пурнăçламалла;

– газ приборĕсем вырнаçнă пÿлĕмсенче ирĕк илмесĕр планировкăна ан улăштарăр;

– газ приборĕсен конструкцине, тĕтĕм тухакан тата винтиляци тытăмĕсене улăштарма, вентиляци каналĕсене çиелтен çыпăçтарса хуплама юрамасть;

– юсавсăр газ приборĕсене ан çутăр;

– газпа ĕçлекен кăмакасенче тата тĕтĕм çулĕсенче шăтăксем пулсан газ яма юрамасть;

– тĕтĕм çулĕсене тата вентиляци каналĕсене специалистсене вăхăтра тĕрĕслеттермелле тата тасаттармалла;

– газпа усă курнă чух форточкăсене уçмалла;

– ĕçлекен газ приборĕсене асăрхавсăр ан хăварăр, вĕсем çывăхне ачасене ан ярăр;

– газ приборĕсем вырнаçнă пÿлĕмсенче çывăрма-канма юрамасть;

– газ тухса тăнине тĕрĕслеме уçă çулăмпа усă курни хăрушă;

– пÿлĕмсемпе подвалсенче пушă тата тулли газ баллонĕсене ан упрăр;

– газ кĕртнĕ пÿлĕмре 50 (55) л пĕр баллонран е 27 л икĕ баллонран ытла пулмалла мар;

– газ баллонĕсене кăмака алăкĕнчен 2 метртан çывăхра тытмалла мар;

– газ оборудованине çĕмĕрме-аркатма, çутçанталăк газне вăрлама юрамасть.

А.ШУРДЕЕВ,

асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн

районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика