Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ те хăратмасть

04 февраля 2014 г.

Сивĕ те хăратмасть

Çанталăк кăçал улшăнуллă. Раштав уйăхĕ çуркуннехи пек ăшă тăчĕ, кăрлач вара тинех сивĕ илсе килчĕ.

Нурăс шкулĕнче вĕренекенсене спортпа туслă пулма сивĕ те хăратмасть. Хĕлле вĕсем конькипе тата йĕлтĕрпе ярăнма юратаççĕ. Нумаях пулмасть эпир ачасемпе пĕрле Вăрнарти «Химик» стадионри каток çине çитсе куртăмăр. Кунта вăхăта кăмăллă та савăнăçлă ирттерме пĕтĕм майсем туса панă. Катока пăхса-асăрхаса тăракан çынсем ырă кăмăллă та вашават. Конькипе ярăнма илемлĕ музыка пулăшать. Хальхи вăхăтра спорт, сывă пурнăç йĕркин ыйтăвĕсене пысăк тимлĕхе хураççĕ. Тен, паянхи ачасенчен те олимп чемпионĕсем пулма пултараĕç.

В.РОМАНОВ,

7 «б» класс ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика