Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пилĕ

04 февраля 2014 г.

Анне пилĕ

– Пурнăç çулне каялла çаврăнса пăхатăп та, пурпĕрех лайăххи кăна аса килет, йывăрлăхсем пачах та пулман тейĕн, – калаçăва пуçларĕ Валентина Васильевна Яковлева.

Сăмах çине сăмах вакларăмăр Хурапыр Юнтапара пурăнакан 79 çулхи кинемипе. Çынна пĕрре курсанах вăл сан кăмăлна тивĕçтернине туйса илетĕн. Валентина Васильевнан хăмăр куçĕсем ăшшăн, лăпкăн, витĕр пăхаççĕ. Тÿрĕ те таса, çирĕп чунлă çын çапларах пăхать.

– Эпир ÿссе çитнĕ вăхăтра самани питĕ тертлĕ пулчĕ. Улттăра чухне атте вăрçа тухса кайрĕ. Анне тăватă пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Мĕн кăна курман-ши вăл. Пире пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пычĕ. Фронта пулăшас тесе эпир те пĕтĕм вăя, чуна парса аслисемпе танах ĕçлеттĕмĕр. Шел, атте 1943 çулта Ленинград облаçĕнчи Дубовка ялĕ патĕнчи çапăçура пуçне хунă, – куççульне шăлса илчĕ кинеми.

Саккăр тултарсан Кушар Юнтапари пуçламăш шкула çÿреме тытăнать Валентина. Вăрçă пурне те выçăллă-тутăллă хăварнă. «Шкул пахчинче ятарласа урпа акса ÿстеретчĕç. Кашни пучаха алăпа пуçтарса, арманта авăртса çăнăх тăватчĕç. Выçăпа ачасен вĕренес шухăшĕ ан сĕвĕрĕлтĕр тесе алă тарасипе виçсе 200-шер грамм çăкăр паратчĕç. Йывăрлăх пире çирĕплетнĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентнĕ», – малалла тăсăлчĕ калаçу.

Валентинан ашшĕпе-амăшĕ ĕçкĕ-çикĕре, хăнара яланах юрă пуçланă. Пĕчĕк хĕрача вĕсенчен юрăсене вĕренсе-астуса юлма тăрăшнă.

– Суйлав е уяв вăхăтĕнче ял çыннисене час-часах концерт-спектакль лартса параттăмăр. Эпĕ юрланине тăвăллăн алă çупса йышăнатчĕç, – шкул çулĕсене ăшă кулăпа аса илет Валентина Васильевна.

Ашшĕсĕр юлнă пирки хĕр- ачан вĕренес ĕмĕчĕ татăлать. Амăшне хĕрхенсе Валентина ялтах юлать. Кушар Юнтапара клуб ертÿçинче ĕçлеме тытăнать, юрăпа ташă ушкăнне 12 çул йĕркелесе пырать. Юрлама-ташлама ятарласа вĕренмен вăл. Чун хушнипе, чĕре ыйтнипе аталанса туптанать Валентинан пултарулăхĕ. Республикăри смотр-конкурса хутшăнса çамрăксен коллективĕ баян çĕнсе илет. Çак музыка инструменчĕпе унăн тăван пиччĕшĕ Михаил выляма пуçлать. Кирек епле çанталăкра та лашсем кÿлсе таврари ялсенчи халăха чăваш юрри-ташшипе савăнтарма васканă.

1957 çулта Валентина тăван ялти ырă та шанчăклă, тăватă çул флотра службăра тăнă моряка – Матвине качча тухать. Юратнă мăшăрĕ тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын. Ăсталăхне кура ăна платниксемпе столярсен ертÿçи пулма шанаççĕ. Ял хуçалăхра çурт-йĕр лартнă çĕрте нумай çул ĕçлет. Колхоз аталанса пынă май 1964 çулта Матвей Яковлевич Калининăри механизаторсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухать. Савнă мăшăрĕ те колхозра тÿрĕ кăмăлпа тăрăшать. Ăста çĕр ĕçченĕ хаклă парнесемпе тав хучĕсене çине-çинех тивĕçет. 1968 çулта Валентинăпа Матвей Яковлевсем Мускава, Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине, кайма тивĕçлĕ пулаççĕ. Матвей Яковлевич 1968 çулта ВДНХ кĕмĕл медальне, 1969 çулта «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçет.

Тăватă ачана çут тĕнче парнелеççĕ Яковлевсем: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Хĕр-арăмăн çемьере икĕ алла çĕр ĕç. Ачасем хăвăрт çитĕнеççĕ, кĕпе-тумтир илме укçи хĕсĕкрех. Валентинапа мăшăрĕ сысна çитĕнтерсе сутса Кÿлхĕрри ялĕнчен çĕвĕ машини туянса таврăнаççĕ. Ăсталăх ÿснĕçемĕн ача-пăча, арçынсем, хĕрĕсем валли шукăль тумсем çĕлеме хăнăхнă.

Пĕчĕккĕн ял халăхĕнчен те заказ йышăнкаланă. Вăрнарти йывăç комбиначĕ валли ачасемпе пĕрле 20 çула яхăн сеткăсем çыхнă.

Ачисене мĕн пĕчĕкрен тирпейлĕхе, сăпайлăха, ĕç тĕлне пĕлсе, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентнĕ Яковлевсем.

– Атте-анне пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Аттерен арçын ĕçĕсене, аннерен çĕвĕ вăрттăнлăхне вĕрентĕм. Шкулта чухнех хам валли виçĕ-тăватă шăлавар, джинс çĕлерĕм. Тула хулинче пурăнакан Ирина аппа çĕвĕç-модельер пулса нумай çул хушши ĕçлерĕ. Атте çут тĕнчерен уйрăлни 12 çул çитрĕ. Май пур таран аннене пулăшсах тăратпăр. Ăшă чун-чĕришĕн ăна тав сăмахĕ калатпăр, – шăнкăравласа пĕлтерчĕ Пушкăртстанри Пелепей хулинче пурăнакан ывăлĕ Владимир.

Самана çулсерен улшăнса-лайăхланса пынишĕн чĕререн савăнать Валентина Васильевна. Çуллахи каникулта е канмалли кунсенче кил-çурт çывăх çынсемпе тулать. Сакăр мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук сасси кинемее вăй парать. Çут çанталăк парнеленĕ кунсене тăсас тесе Валя кинеми хăйне упрама тăрăшать. Пушă вăхăт çук унăн: нуски-алсиш çыхать, кил-çурт таврашĕнче тăрмашать.

Валентина Васильевнăна амăшĕ Турăпа пурăнма вĕрентнĕ. Вăл 15 çухрăмри Нурăс чиркĕвне кашни уява кĕлле çÿрет. Çывăх çыннисемшĕн сывлăх, пил, телей ыйтать алла туя тытнă ватă çын.

Çемье – вăл пĕчĕкçĕ тĕнче,

Тытса тăрать ун ăшшине анне.

Телейлĕ эпир çĕр çинче –

Анне пилĕ упрать пире!

Надежда НАЛИМОВА-ЧУДАКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика