Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха çирĕплетнĕ

03 февраля 2014 г.

Кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнчен «Этил спиртне, алкогольлĕ тата спиртлă шĕвексене туса кăларас сферăра тата çаврăнăшĕнче йĕркене пăснăшăн уголовлă тата административлă яваплăха çирĕплетнĕ май РФ хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртни çинчен» федераллă саккун вăя кĕчĕ.

Унпа килĕшÿллĕн, сăмахран, ку сферăри преступленисемшĕн административлă явап тыттармалли палăртнă срока ÿстерме йышăннă. Çула çитмен ачасене алкогольлĕ тата спиртлă шĕвексене ĕçме явăçтарнăшăн, çавăн пекех çак продукцие ваккăн сутмалли ытти правилăсене уяманшăн хуракан административлă штраф виçисем те пысăкрах (РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексăн 14.16-мĕш статйин 3-мĕш пайĕ). Çĕнĕ редакцире «Алкогольлĕ продукцие юраман вырăнсенче ĕçни е наркотиклă тата психотроплă япаласене обществăлла вырăнсенче усă курни» сăмахсемпе кĕртнĕ 20.20-мĕш статья виçĕ пайран тăрать:

- алкогольлĕ продукцие федераллă саккунпа чарнă вырăнсенче ĕçнĕшĕн штраф виçи – 500–1500 тенкĕ;

- наркотиклă тата психотроплă япаласене врач сĕнĕвĕсĕр е тăна арпаштаракан ытти япаласене урамсенче, стадионсенче, скверсемпе парксенче, транспорт хатĕрĕсенче тата обществăлла ытти вырăнта усă курнăшăн 4–5 пин тенкĕ штраф хума е 15 талăк таран административлă йĕркепе арестлеме пăхнă;

- енчен çÿлерех асăннă преступление ют çĕр-шыв гражданинĕ е гражданлăх çук çынсем тунă-тăк, вĕсене 4–5 пин тенкĕ штраф тÿлеттерсе е 15 талăк таран арестлесе Раççей территорийĕнчен вăйпа кăларса яраççĕ.

Обществăлла вырăнсенче ÿсĕрле çÿрени те халĕ тăкаклă: 500–1500 тенкĕ кăларса хума тивет.

16 çула çитмен ачасем ÿсĕр çÿренĕ, алкогольлĕ продукцие ĕçнĕ е наркотиклă тата психотроплă япаласене ăша хывнă тĕслĕхсенче явапĕ ашшĕ-амăшĕ е саккунлă ытти представителĕ çине куçать. Штраф виçи – 1500–2000 тенкĕ.

С.МАРТЫНОВА,

«Вурнарский» пай инспекторĕ

полици аслă лейтенанчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика