Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Cиенлĕ йăларан писесчĕ

29 января 2014 г.

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн «Граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕнчен тата табакпа усă курнин сиенĕнчен сыхласси çинчен» федераллă саккун вăя кĕнĕ. Унăн тĕп шухăшĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Порфирьевич Петров ăнлантарать:

– Ку саккунпа килĕшÿллĕн, вĕрентÿпе культура, кану, спорт, медицина учрежденийĕсенче; обществăлла транспортăн мĕнпур тĕсĕнче; вокзалсен, аэропортсемпе портсен, метро станцийĕсен пÿлĕмĕсене кĕмелли алăкран 15 метртан çывăхра; ку çуртсен пÿлĕмĕсенче; патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йышăнакан пÿлĕмсенче, ĕç вырăнĕсенче; нумай хваттерлĕ çуртсен пурте усă куракан пÿлĕмĕсенче тата лифтсенче; ача-пăча площадкисенче тата шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем çывăхĕнче, автозаправка станцийĕсенче сигарет туртма вуçех юрамасть.

Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ку чарусене инçе çула каякан поездсенче, хăна çурчĕсемпе общежитисенче, лавккасемпе суту-илÿ центрĕсенче, пасарсен пÿлĕмĕсенче, обществăлла апатлану вырăнĕсенче те кĕртеççĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕнчен табак продукцине лавккасемпе павильонсенче кăна ваккăн сутма юрать. Енчен те ялсенче лавккасемпе павильонсем çук-тăк, продукцие ытти суту-илÿ объекчĕсенче е кÿрсе килсе сутма ирĕк параççĕ. Кунсăр пуçне табак продукцине ярмăрккасемпе куравсенче, дистанци мелĕпе, автоматсем урлă сарма вуçех чараççĕ. Ку продукцие суту-илÿ объектĕнче юриех кăтартса кăларса хума чарнине те асра тытмалла.

– Саккуна пăсакансене мĕнле явап кĕтет;

– «РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне тата «Реклама çинчен» федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен çакнашкал штраф виçисене çирĕплетнĕ:

– уйрăм территорисенче, пÿлĕмсемпе объектсенче табак туртма чарнине пăхăнманшăн (граждансене) – 500 – 1500 тенкĕ;

– ача-пăча площадкисенче туртнăшăн – 2–3 пин тенкĕ;

– çула çитмен ачана табак туртма явăçтарнăшăн – 1–2 пин тенкĕ (çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕсемпе саккунлă представителĕсене – 2–3 пин тенкĕ);

– çула çитменнисене табак продукцине сутнăшăн – 3–5 пин тенкĕ, должноçри çынсене – 30–50 пин тенкĕ; организаци-учрежденисене – 100 – 150 пин тенкĕ;

– туртма юраман территорие кăтартакан паллă ыйтнине е ăна вырнаçтарас йĕркене пăхăнманшăн должноçри çынсене – 10–20 пин тенкĕ, организаци-учрежденисене – 30–60 пин тенкĕ;

– табак туртма уçă сывлăшра ятарлă вырăнсем уйăрас е çуртсемпе объектсенче пÿлĕмсем уйăрас йĕркене уяманшăн должноçри çынсене – 20–30 пин тенкĕ, учреждени-организацисене – 50–80 пин тенкĕ;

– уйрăм предпринимательсемпе организаци-учрежденисем хăйсен ĕç-хĕлне пурнăçлама усă куракан пÿлĕмсенче граждансен сывлăхне табак тĕтĕмĕнчен тата табак сиенĕнчен сыхлассипе саккун нормисене пăхăннине тĕрĕслес тивĕçе пурнăçламаншăн – 30–40 пин тенкĕ е 60–90 пин тенкĕ;

– табак продукцийĕн суту-илĕвĕн сферинче чарусене пăхăнманшăн – 2–3 пин тенкĕ, должноçри çынсене – 5–10 пин тенкĕ; организаци-учрежденисене – 30–50 пин тенкĕ.

Граждансем юраман вырăнта сигарет туртнине тĕрĕслесе штраф хума полици сотрудникĕсене, патшалăх пушар асăрхавĕн инспекторĕсене, санитари врачĕсене, транспортпа çурт-йĕр инспекторĕсене хушнă.

Реклама çинчен калакан саккунра çавăн пекех табак, табак продукцийĕпе изделийĕсене, туртмалли хатĕрсене (çав шутра – трубкăсене, кальянсене, сигарет хутне тата зажигалкăсене) рекламăлама чарни пирки те çырнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика