Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче çăлăнса юлнă

29 января 2014 г.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче кăна-ха Хирпуçĕнче вут-çулăмран тухнă инкекре 76-ри кинеми наркăмăшланса вилни çинчен пĕлтернĕччĕ. Кĕске вăхăтрах тепĕр çакăн евĕрлех инкек пулса иртнĕ. Хальхинче – Уйкас Кипек ялĕнче. Каллех 84-ри ватă сĕрĕмпе наркăмăшланнă, ку хутĕнче те çулăм кăмакаран тухнă.

Тĕрĕссипе, Уйкас Кипекри инкек пĕтĕмпех Хирпуçĕнчипе пĕр килет. Сăлтавĕ те пĕрех. Кунта та çуртра 1–2 тăваткал метр урай хăмисĕр пуçне нимĕн те çунман. Асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Ю.Иванов ăнлантарнă тăрăх, кăмакапа урай хушшине нимле çунман материалпа та уйăрман, ăна купалама пуçланă чух никĕсне тимĕр листи те пулин хурса хăварман. Кăмака кивелсе юрăхсăра тухнă пирки шăтăк-çурăксенчен шалтан урайне çулăм тивсе илнĕ. Тăнсăр выртакан кинемие, юрать, ун патне каçнă кÿршисем вăхăтра асăрханă, медицина пулăшăвĕ чĕнме ĕлкĕрнĕ.

И.ПЕТРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика