Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен ачисем те савăнтараççĕ

29 января 2014 г.

Тăван район çыннисен çитĕнĕвĕсем чĕрере яланах мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ. Катари ентешсем, вĕсен ачисем вăл е ку конкурс-ăмăртура палăрсан – пушшех те.

Вăрнарта çуралса ÿснĕ, Санкт-Петербургри патшалăх экономика университечĕн Выборгри филиалĕн профессорĕн, экономика наукисен докторĕн, РАЕ член-корреспонденчĕн Сергей Арсеньевич Владимировăн сумлă ĕçĕсем, наградисем çинчен хамăр хаçатра пĕлтерсех тăратпăр. Хальхинче вулаканăмăрсене ученăйăн ывăлĕпе Эдуардпа, тĕрĕсрех – унăн çитĕнĕвĕпе, паллаштарас килет.

Ашшĕ ăсне илнĕ арçын ача автомоделизмпа хытă кăсăкланать. Ку енĕпе ун шутĕнче сумлă çĕнтерÿ те пур. Челябинскра автомобильсен моделĕсен спорчĕн историйĕнче пĕрремĕш хут трасса моделĕсен ушкăнĕнче иртнĕ Раççей Кубокĕнче вăл Санкт-Петербургри ача-пăча пултарулăх çурчĕн «Китеж плюс» çамрăксен пултарулăх Форумĕ» команди йышĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Трасса автомоделĕ – пысăках мар ятарлă хупă трасса çинче ăмăртакан модель. Слоткар хăй çаврăнмасть, çул (трек) çинчи путăк вырăнпа чупать е кузовран тухса тăракан урапасемпе çула палăртакан стенасенчен тапранса каять.

Эдуард кĕçĕн ÿсĕмре F 1-32 модельпе тупăшнă. Вăл тăракан ушкăн вунна яхăн команда хушшинче малтанхи кунранах лайăх результатсем кăтартнă. Пуçласа иртнĕ Раççей Кубокĕ пĕр эрнене тăсăлнă.

Тепĕр çамрăкăн Максим Николаевăн йăх-тымарĕсем Пăртасран тухаççĕ. Ашшĕ Юрий Петрович ку ялта çуралса ÿснĕ, амăшĕ Оксана Васильевна – Йĕпреç районĕнчи Вăтаелĕнче. Халĕ пултаруллă спортсмена çитĕнтернĕ çемье Автономиллĕ Ямал-Ненец округĕнче Салехард хулинче пурăнать.

Максим вĕренекен 6-мĕш шкула Салехардри спорта аталантаракан чи лайăх шкул тесе ахальтен палăртман. Кунта пĕлÿ илекенсем тĕрлĕ тĕсре хастар пиçĕхеççĕ. Максим пĕчĕкренех ишессипе кăсăкланать. Хула первенствин пĕрре мар чемпионĕ тата призерĕ. Ку енĕпе 9-мĕш класри Максим Николаев аслисен 2-мĕш спорт разрядне тултарнă.

Пирĕн ентешĕн ывăлне ахальтен мар ĕнтĕ Сочири Олимп вăййисен çĕршыв тăрăх тухнă Çулăмне йăтма суйласа илнĕ. Эстафета поляр унки çинчи хулара – Салехардра – ноябрĕн 4-мĕшĕнче пулнă. 11,2 километра тăсăлнă эстафетăра Олимп çулăмне 60-ăн йăтнă.

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика