Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр кукка

29 января 2014 г.

Паттăр кукка

Тунти кун, кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен сирнĕренпе 70 çул çитнине паллă турĕç. Çак хулана тăшман ункинчен хăтарма Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çĕршер çын хутшăннă, чылаййăн çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Тăван киле çаврăнса çитнисенчен халĕ пурăнакансем иккĕн кăна юлнă.

Герой-хулан çак паллă пулăмĕ умĕн редакцие чылайранпа Оренбург облаçĕнче пурăнакан Василий Иванович Михеевран çыру килчĕ. Вăл пирĕн районти Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çитмĕл пиллĕкри ентешĕмĕр куккăшĕ пирки çырнă. «Манăн кукка, Çĕнĕ Хирпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Алексеевич Скворцов, 900 куна пынă Ленинград блокадине тÿссе ирттернĕ. Хăна-вĕрле пухăнсан яланах вăрçă çулĕсене аса илетчĕç. Кукка хăй курнине-тÿснине куççульсĕр калаймастчĕ. Хулан кашни метрĕшĕн еплерех çапăçусем пынине куç умне кăларатчĕ. Выçăпа аптранăран вĕсем йытăсемпе кушаксене кăна мар, йĕкехÿресене те пĕçерсе çинĕ».

П.Скворцовăн Çĕнĕ Хирпуçĕнче пурăнакан хĕрĕ, Надежда Петровна, редакцие ашшĕн сăн ÿкерчĕкне пачĕ. Петр Алексеевич 1920 çулта çуралнă. Вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа чылай медале, çав шутра «Ленинграда ирĕке кăларнăшăн» та пур, тивĕçнĕ. Çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн бухгалтерта, электрикра, колхоз председателĕнче вăй хунă. Мăшăрне, Апнерка разъездĕнче станци дежурнăйĕнче тимленĕ Ольга Егоровнăна, «Ача амăшĕ-героиня» орденпа чысланă. Пĕр мăшăр Скворцовсем вунпĕр ача пăхса çитĕнтернĕ. Шел, Ленинград блокадине пĕрремĕш кунран вĕçне çитиччен тÿссе чĕрĕ юлнă Петр Алексеевичăн пурнăçĕ хĕрĕх саккăрта сарăмсăр татăлнă.

(Хамăр инф.)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика