Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачисем парăнасшăн мар

29 января 2014 г.

«Вăрçă ачисем» тавра юлашки çулсенче хĕрсе капланнă тавлашăва кура ман ума пирвай тÿрех Патшалăх Канашĕн икĕ депутачĕ куç умне тухать. Пĕри Николай Арефьев – «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 2-мĕшпе 20-мĕш статйисене хушусем кĕртесси пирки» тăратнă саккун проекчĕн авторĕ.

Юлашки хутра вăл çак проектпа Госдума ларăвне 2013 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче тухрĕ (палăртса хăварас килет: саккуна пăхма ултă хутчен кая хăварнă хыççăн). Н.Арефьевпа пĕрле 2011 çулта 23 депутат сĕннĕ проект 1928 çулхи июнĕн 22-мĕшĕпе 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ хушшинче çуралнă граждансене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен категорийĕпе картасшăн. Тепĕр майлă вĕсене Çĕнтерĕве тылра туптанисем тетпĕр. Вăрçăччен вĕсем 14 тултарман, вăрçă çулĕсенче çуралнă. Ку тĕлĕшрен Раççейри 15 регионта хăйсен саккунĕ пур.

Н.Арефьева хирĕç Госдумăра ялан А.Исаева кăларса тăратаççĕ. Вăл – бизнес çынни, миллионер.

Юлашки сасăлавра Н.В.Арефьев майлисем 213-ĕн пулнă. «Исаевсем», сасăламасăр хирĕçленисем, – 237-ĕн. Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, 13 сасă çитмен. Анчах эпир парăнасшăн мар. Шăмат кун, февралĕн 1-мĕшĕнче, вăрçă ачисен Пĕтĕм Раççейри акцийĕ иртет. Вăрнарти, районти юлташсене 10 сехете Ленин площадьне хамăрăн резолюцие йышăнма йыхравлатпăр.

Вл.СКВОРЦОВ,

«Вăрçă ачисен» районти уйрăмĕн ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика