Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультура учительне манмаççĕ

29 января 2014 г.

Çанталăк сивĕ пулнине пăхмасăр шăмат кун Туçи Çармăсри шкул спорт залĕ сывă пурнăç йĕркин тусĕсемпе тулнă. Çакă ял çыннисем, вĕренекенсем, спорт сообществи ку шкулта физкультура учителĕнче тимленĕ, çул-йĕр инкекĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă Сергей Иванович Александрова асра тытнине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Ун ячĕпе ирттернĕ кăçалхи 3-мĕш турнир каччăсен тăхăр, хĕрсен виçĕ командине пуçтарнă, вĕсем – Малти Ишекри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри, Санарпуçĕнчи, Кÿс-тÿмĕрти, Туçи Çармăсри, Туçи Мăратри, Канаш районĕнчи Ямашри шкулсенчи тата Шупашкарти «Туслăх» командăсем. Финала тухассишĕн хĕрÿ вăйăсем каçченех тăсăлнă.

Шупашкарта пурăнакан ентешсен команди пуринчен ăста выляса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăн Ямаш çамрăкĕсен аллинче. Виççĕмĕшĕнче – Кÿстÿмĕр каччисем.

Хĕрсенчен кил хуçисем чи маттуррисем пулнă. Ямаш тата Туçи Мăрат шкулĕсен хĕрĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Волейбол турнирне хутшăнакансене никама та кÿрентермен. Мала тухнисем çĕнтерÿçĕ, ыттисем участниксен грамотисене тата парнесене тивĕçнĕ.

– Паллах, çакнашкал турнира хамăр вăйпа ирттерме май çук. Юрать, ырă çынсем пулăшрĕç. Надежда Ивановна Михайлована, Валентина Ивановна Панькована, Ирина Ивановна Александрована, Сергей Михайлович Александрова, Леонид Валентинович Шоркина, Валентин Николаевич Павлова, Александр Сергеевич Александрова пысăк тав сăмахĕсем калатăп, – терĕ турнира йĕркелекенĕ, Туçи Çармăсри шкулта физкультура урокĕсене ертсе пыракан Сергей Иванович Марков.

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика