Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксенче – пысăк шанăç

29 января 2014 г.

Çамрăксенче – пысăк шанăç

Вăрнар районĕ 28 çул иртнĕ хыççăн кире пуканĕ йăтакансене республика шайĕпе пуçтарать. Хальхинче вăй-хал паттăрĕсем Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисемшĕн тупăшĕç

Кÿстÿмĕрти вăтам шкулта вĕренекен Алик Волковшăн ку чăннипех те тĕрĕслев ăмăртăвĕ пулĕ. Маларах турнир программипе унăн 73 килограмчченхи виçе категорийĕнче тупăшмалла пулнă, анчах та ку категорие пăрахăçланăран çамрăкăн халĕ помост çине пысăкрах – 78 килограмчченхи виçере тухма тивет. «Ку каччăна хăратмарĕ. Вăл шанăçа тÿрре кăларма пĕтĕм вăйран тăрăшĕ», – терĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Анатолий Федотович Иванов.

Çавăн пекех тренер Аликăн ку тĕсре малашлăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Кире пуканĕпе туслашни çулталăк çурă кăна пулин те, результатсемпе вăл 4–5 çул кăсăкланакансенчен пĕртте кая мар. Кĕске вăхăтра пĕрре мар район чемпионĕн ятне илнĕ. Республикăри çитĕнĕвĕсем те курăмлă: январьте Елчĕкре иртнĕ шкул ачисен спартакиадин бронза призерĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн Елчĕкрех иртнĕ 2-мĕш турнирĕнче те бронза, Етĕрнере иртнĕ республика чемпионатĕнче кĕмĕл-вырăна кÿренÿллĕ çур очкопа выляса ярса бронза медальсене тивĕçнĕ. Декабрьте «Хыпар» парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнирта 2-мĕш пулнă. Маларах вара Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Раççей первенствине хутшăнса пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ эрнере кăна шкул ачисем хушшинче иртнĕ республика первенствин чемпионĕ пулса тăнă.

11-мĕш класс ачи эрнере виçĕ хутчен Вăрнара тренировкăсене çÿренине шута илсен вăл ку тĕспе чунтан кăсăкланнине палăртмалла. Поселока çулла велосипедпа, хĕлле автобуспа çитет. Тепĕр чухне райцентра кайма май килмесен килте те ахаль лармасть, кире пуканĕсене хăй тĕллĕн «вылятать». Кашни кунах чупать.

Районта иртекен пысăк ăмăрту умĕн кăна мар, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика залĕсенче яланах çын йышлă. Хальхинче те кунта арçын ачасене тĕрлĕ снарядсемпе «кĕрешнине» курма май килчĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем – Çарăклă, Упнер, Уравăш, Пăртас ачисем – занятисем хыççăн кунта сехет-сехет çурăлăх вăй-хала çирĕплетме çÿреççĕ. Вăрнар ачисем каçалапа йышлăн килеççĕ. Палăртма кăмăллă, кире пуканĕн спортне хĕрачасенчен те алла илес текенсем пур.

Паллах, кунта çÿрекен çамрăксен вĕренмелли, камран тĕслĕх илмелли пур. Вăрнар каччи Денис Тимофеев ку тĕсре спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Норматива вăл 2010 çулта Тюмень облаçĕнче иртнĕ Раççей первенствинче тултарнă. Тĕнче класлă спорт мастерĕн, Чăваш енри паллă гиревикăн Борис Николаевич Глинкинăн вĕренекенĕ Киров хулин уçă чемпионачĕн çĕнтерÿçи (кире пуканне 143 хут çĕкленĕ), «Хыпар» хаçат парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирсен темиçе çулхи чемпионĕ.

Сăмах май, Хурăнсур Çармăсри Михаил Кузьмин та республика хаçачĕн турнирĕн чемпионĕсен йышне кĕнĕ.

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулне таврăнас пулсан кунта тимлекенсем районти йывăр атлетика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Шел те, халĕ хурлăхлă аса илмелле, анчах та Раççей турнирĕсен пĕрре мар çĕнтерÿçи тата призерĕ, Китайра иртнĕ Универсиадăн кĕмĕл призерĕ Вячеслав Ластухин штангист шăпах кунта пуçламăш утăмсене тунă.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Евгений Туймайкина тренировкăра чунтан тăрăшнине курма май пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин темиçе хутчен призерĕ тата чемпионĕ. Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Александр Ивановăн та çакнашкал результатсемех. Призерсен йышĕнче çавăн пекех – Дмитрий Алексеев, Юрий Антонов, ыттисем.

Юрий Павлович Агиловăн вĕренекенĕсенчен тепри – Вăрнарти Алексей Кириллов та республикăра лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Вăл халĕ – йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕнче.

Ярмушка тăрăхĕнче те «тимĕр» спорчĕ япăх мар аталаннă. Кунти шкулта вĕренекенсем Катя Козловапа Александр Емельянов кире пуканĕ йăтассипе шкул ачисем хушшинче районшăн республикăра пĕр çул мар тупăшнă, призерсен йышне кĕнĕ.

Георгий Геннадьевич Сорокин ку тĕспе ачасем физкультура урокĕнче, уроксем хыççăн та кăсăкланакансем, вăл шутра хĕрачасем те, пуррине палăртрĕ. Нумаях пулмасть вĕренекенсен районти спартакиадинче шкулти 18 ачаран 14-шĕ призлă вырăнсене йышăннă, 9-шĕ – чемпионсем.

Пирĕн район шăмат кун кĕтсе илекен сумлă турнирта помост çине Вăрнар каччисем те тухĕç. Вĕсен хамăр республикăри спортсменсемсĕр пуçне Киров, Ульяновск облаçĕсенчи, Тутарстанри гиревиксемпе тупăшма тивĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика