Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăрлă» ятсем

27 января 2014 г.

Паллах, йывăр атлетика аталанăвĕнче вăрнарсен «çăлтăрлă» ячĕсене Виктор Андреевпа Вячеслав Ластухин штангистсене те манма кирлĕ мар.

Мускаври тĕп хаçатсенчен пĕри 1963 çулта тĕнчери чи вăйлă штангистсен ячĕсене пичетлесе кăларнă. Саккăрмĕш йĕркене пирĕн ентеш Виктор Андреев йышăннă.

Айкăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Виктор Андреевич Андреев 20 çулччен штанга курман та. Йывăр атлетикăпа 25 çулта тин кăсăкланма тытăннă. Çапах та пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тунă.

Ашшĕнчен пилĕк çулта юлнă. Выçăллă-тутăллă ÿснĕ, тăхăнма тумтир пулман. Шкула, Малти Ишеке, çăпатапа çÿренĕ. Калининăри шкулта вĕренме пуçласан тин ăна иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пушмак парнеленĕ.

Спортра ăна яланах ăнăçнă. Вăрнарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ республика ăмăртăвĕнче вăл иккĕмĕш спорт разрядне тултарнă. Йĕлтĕрпе районти, республикăри чупусенче чылай палăрнă.

Çара илсен те вăл малтанах çăмăл атлетикăна пăрахман. Анчах та пĕррехинче йывăр атлетика залне кĕрсен пĕр полкра тăракансене 75 килограмлă штангăна çăмăллăн парăнтарса хытах тĕлĕнтернĕ. Çулталăкран Свердловскра иртнĕ Урал çар округĕн чемпионатĕнче вăтам виçе категорийĕнче (82,5 кг) виçĕ енлĕ кĕрешÿре 360 килограмм çĕклесе округ чемпионĕ пулса тăнă.

1961 çул пуçламăшĕ тĕлне Луганск облаçĕн (вăл вăхăтра кунта шахтăра ĕçленĕ) чемпионачĕсенче вăл виçĕ енлĕ кĕрешÿре 400 килограмм ытла çĕкленĕ, 90 килограмчченхи виçе категорийĕнче СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. 1963 çултанпа йывăр виçере кăна ăмăртма тытăннă.

1965 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ Туслăх кубокĕнче çĕнтернĕ. Уйăхранах Алушта хулинче СССР чемпионатĕнче жимра тĕнчен çĕнĕ рекордне çапнă – 198 килограмм!

Çав çулхи кĕркунне вăл Шупашкара куçса килнĕ. 1967 çулхи апрельте Тбилисире 30 çулхи çамрăк Ю.Власовпа Л.Жаботинский хыççăн çĕр çинчи чи вăйлă виççĕмĕш çын пулса тăнă.

1968 çулта тренировка вăхăтĕнче вăл чĕрепе аптăраса ÿкнĕ. Тухтăрсем хушнипе унăн пысăк спортран кайма тивнĕ.

Çапах та çакăнпа спортри çулĕ вĕçленмен унăн. 10 çул ытла вăл республикăри «Труд» спорт обществин аслă тренерĕ, шыв станцийĕн пуçлăхĕ тата Шупашкарти «Текстильмаш» производство пĕрлешĕвĕн физкультура канашĕн председателĕ пулнă.

Вăрнарта тĕнче рекордсменĕ Виктор Андреев ячĕпе çулсеренех республика шайĕллĕ йывăр атлетика турнирне ирттересси йăлана кĕчĕ. Виктор Андреевичăн ывăлĕ те, Виктор – спорт мастерĕ. Вăрнарта кăна мар, спортсменăн çуралнă тăрăхĕнче те физкультурăпа спорт уявне çулсеренех йĕркелеççĕ.

Пурнăçĕ вăхăтсăр татăлман пулсан Вăрнар каччи Вячеслав Ластухин çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿпе савăнтармаллаччĕ. Раççей первенствин пĕрре мар çĕнтерÿçи, Раççей çамрăкĕсен спартакиадин кĕмĕл призерĕ, Раççей студенчĕсен чемпионачĕн призерĕ. Китайри Шэньчженьре иртнĕ пĕтĕм тĕнчери XXVI Универсиадăна – Олимп вăййисем хыççăн иккĕмĕш шайра тăракан сумлă ăмăртăва – хутшăнма тивĕçрĕ. Раççейшĕн тупăшакан Чăваш енри çичĕ спортсменран пĕри пулчĕ. (Вăрнар районĕнчен унта çавăн пекех Екатерина Горбунова (халĕ Ишова) та хутшăннăччĕ, бронза медале тивĕçнĕччĕ).

Вячеслав Универсиадăн иккĕмĕш кунĕнчех командăна кĕмĕл медаль кÿнĕччĕ. Вăл 77 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче икĕ енлĕ кĕрешÿре 332 очко пухма пултарчĕ. Вăл йывăр атлетикăри пуçламăш утăмсене ачасемпе çамрăксен Вăрнарти спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Юрий Агилов тренер патĕнче тунă.

Вăрнар тăрăхĕнче йывăр атлетикăра шанăç паракан çамрăксем пурри савăнтарать. Пĕлтĕр Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта Вăрнар гиревикĕсем командăпа 6-мĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ, маларахри çул – 12-мĕш. Денис Тимофеев ку тĕсре спорт мастерĕн ятне те тивĕçнĕ, Александр Ефимов – спорт мастерĕн кандидачĕн ятне. Çавăн пекех Дмитрий Ястребов, Василий Родионов, Екатерина Козлова, Алик Волков, Михаил Алексеев, Алина Рубцова пысăк шанăç параççĕ.

Ку çамрăксем Ярмушкари физкультура учителĕ Георгий Сорокин тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Александр Иванов патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика