Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни саманта шута илмелле

27 января 2014 г.

Кĕçнерни кун район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн пÿлĕмĕнче асăннă турнира хатĕрленсе ирттерессипе оргкомитет ларăвĕ иртрĕ. Унта ку енĕпе районти яваплă çынсемсĕр пуçне Чăваш Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ĕçсене ертсе пыракан тата документсен тивĕçтерĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Трофимов, Чăваш Республикинчи кире пуканĕн спорчĕн федерацийĕн яваплă секретарĕ Петр Сидоров хутшăнчĕç.

Ăмăртăва хамăр республикăри спортсменсемсĕр пуçне Киров, Ульяновск облаçĕсенчен, Хусантан командăсем килсе çитмелле. Вĕсене, судьясене вырнаçтарасси, апатлантарасси, ертсе çÿресси, зала, помостсене хатĕрлесси, медперсонал тивĕçтерĕвĕ... – оргкомитет кашни саманта шута илчĕ.

Участниксем те, куракансем те йышлă пулнăран автотранспорта вырнаçтарасси те ыйту кăларса тăратрĕ. Евгений Захаров депутат автобуссене стадион çумĕнчи котельнăй çывăхĕнчи территорие лартма сĕннине ырласа йышăнчĕç. Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ А.Губанов спорт комплексĕ çывăхĕнчи автотрассăна сарлакарах хырмаллине асăрхаттарчĕ. Сăмах çинче кăна мар, çак кунсенче ларура калаçнă самантсене йăлтах вырăна тухса тĕрĕслĕç.

Ăмăрту программи пуян. Унта пысăк хăнасем килсе çитмелле.

Турнир Сочири Хĕллехи Олимп вăййисен эгидипе иртнĕрен, вăрнарсем патне те çак кун Олимп çулăмĕ çитĕ. Районти шкулсем тăрăх «çулçÿреве» тухиччен вăл ăмăртăва килекенсене савăнтарĕ.

– Вăрнар районĕ мастерсем йышлă çитĕнтернĕ шутлă районсенчен пĕри. Спорт уявĕнче вĕсене, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансене, хăнасен йышне чĕнсен тем пекехчĕ, – терĕ Петр Сидоров.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика