Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-шыв хÿтĕлевçи

22 января 2014 г.

Çĕн Кипекри Евгений Фадеев ашшĕ пекех салтака юрăхлă пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ. Анчах Женя ашшĕне курман. Вăл амăшĕн варĕнче чухне унăн ашшĕ сасартăк аптраса ÿкнĕ, врачсем те çăлса хăварайман. Мăшăрĕ, Галина Аркадьевна, алăри пĕчĕк хĕрĕпе тата варти пепкипе çирĕм çиччĕре тăлăх арăм пулса юлнă. Ашшĕне хĕрĕх кунхи асăннă вăхăта пепке çут тĕнчене килнĕ. Каснă-лартнă ашшĕ сăнлĕ ывăлне амăшĕ мăшăрĕн ятнех хунă.

Пуç çĕклейми, çĕр чăтайми йывăр хуйхă килсе çапнипе хуçăлман çамрăк хĕрарăм. «Епле пулсан та пурăнмалла, ачасене ÿстермелле, ура çине тăратмалла, çын тумалла, тесе миçе çĕр çывăрман, миçе витре куççуль юхман-ши, çÿлти Турă кăна пĕлет ман чунăма», – аса илет Галина Аркадьевна.

Хĕрĕ, Таня, Чăваш патшалăх университетне пĕтерчĕ те Мускав облаçĕнче ĕçлет, ачасене ют чĕлхене вĕрентет. Мăшăрĕ авиаци заводĕнче инженер.

Женя Çĕрпÿри аграрлă-технологи техникумĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ, ашшĕ пекех электромеханик пулса тăчĕ.

Пĕлтĕр çуркунне лайăх вĕренекенсене Германие практикăна янă, вĕсен шутĕнче Евгений Фадеев та пулнă. Тин çеç чикĕ леш енчен таврăннă çамрăка çар комиссариатне чĕнтернĕ. Ачи маттур, ăслă-тăнлă, сăпайлă, хăшпĕрисем пек çар ретне тăрассинчен тарса çÿремен, çавăнпа йĕркеллĕ вырăна ярасшăн сана, тенĕ çар комиссариатĕнче.

– Маншăн ан кулян, ку таранччен сан ятна яман, малашне те çапла пулĕ, – лăплантарнă амăшне Женя. – Çар тивĕçне пурнăçлассинчен тарса çÿрес шухăш нихăçан та пулман, манăн та атте пекех çĕршыва юрăхлă пулас килнĕ. Ĕмĕтĕм тинех пурнăçланчĕ.

Çапла, Çĕнĕ çул умĕн Евгений Фадеева пĕтĕм ял-йышпа салтака ăсатнă. Вăл тинĕс-çар ретне лекнĕ. Служба кунĕсем малтанлăха Санкт-Петербургра иртĕç.

Çамрăксене çапларах калас килет: Женя пек маттур пулăр, Тăван çĕршыва юратăр, çар ретĕнчен пăрăнма ан тăрăшăр, салтакра пулманнисене унччен хĕрсем качча та тухман.

Анна ПЕСКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика