Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах пулăшма хатĕр

22 января 2014 г.

Калининăри вăтам шкул Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе темиçе çул ĕнтĕ тачă çыхăну тытать. Завод ертÿçи В.Свешников пулăшнипе мĕн чухлĕ ырă ĕмĕте пурнăçламан пулĕ эпир. Тĕрлĕ костюмсем çĕлеме, кадет класне Мускава кайса килме пулăшрĕç тата ытти те.

Раштав уйăхĕнче кăна икĕ хутчен хăнара пулма тÿр килчĕ унта: пĕрремĕшĕнче – депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Е.Захаров хапăл тусах вĕрентекенсемпе тĕлĕнмелле экскурси ирттерчĕ; иккĕмĕшĕнче çамрăк спецназовецсен Раççей Геройĕн С.Ашихмин ячĕпе хисепленсе тăракан отрячĕ Çĕнĕ çул уявĕнче пулса савăнчĕ. Уявран ачасем пылак кучченеçсемпе, савăк кăмăлпа таврăнчĕç.

Эпир, Калинино шкул коллективĕ, çакăн пек хастар, ырă кăмăллă туссене Çĕнĕ çулта сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

Ю.ВОЙНОВА,

çамрăк спецназовецсен класс ертÿçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика