Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-тăн мулĕ ĕмĕрлĕхе юлĕ

22 января 2014 г.

Çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ воспитани парас ĕçре музейсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем тăван ен историне, культурине, аслă ăрусен мухтавлă йăлисене аталантарса пыма пулăшаççĕ. Ял çыннисен ĕçри ÿсĕмĕсемпе тата вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕпе çамрăксене Мăн Явăшри вăтам шкулта Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕ паллаштарать. Культура çулталăкĕнче кунта мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнине ыйтса пĕлтĕмĕр.

Музей валли экспонатсем пухас енĕпе В.Толстов педагог нумай вăй хунă. Ачасемпе çул çÿревсене, экскурсисене тухса çÿренĕ вăл. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров вăрçăра çапăçнă вырăнсене çитсе курнă. Унтан илсе килнĕ экспонатсем кăсăклă, истори тĕлĕшĕнчен хаклă.

Музейри экспонатсен шучĕ икĕ пинтен иртет. Вĕсене упраса тăрассине, кунти ĕçсене йĕркелесе пырассине шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Казакова педагог хăй çине илнĕ. Çĕнĕ ĕçе еплерех йĕркелесе пыни çинчен çапла каласа пачĕ:

– Мăн Явăшри шкула уçнăранпа 120 çул çитнине паллă турăмăр. Юбилее килнĕ аякри хăнасем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă парнисене музее халалларĕç. Эпир те, пĕлÿ никĕсне хывакансем, пурнăç çулĕ çине кăларнă, хăйсен ĕçĕсенче палăрнă ентеш-хăнасене «Юратнă шкулăм, Мăн Явăш шкулĕ яланах асра» ятлă кĕнеке парса чысларăмăр. Малашне çак кĕнеке музейра тĕп экспонат шутланĕ.

Ентеш-ăсчахсем те музейри экспонатсене пысăка хурса хаклаççĕ. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, икĕ хутчен çар академийĕсенчен вĕренсе тухнă, «Байконурта» космос карапĕсене вĕçтерсе янă çĕрте ĕçленĕ Э.Васильев полковник çапла çырса хăварнă: «Музейре упранакан экспонатсенче – пирĕн иртнĕ пурнăç шăпи, пирĕн кун-çул. Музейри ăс-тăн мулĕ çамрăк ăрусем валли ĕмĕрлĕхе юлĕ».

В.МОСКВИН.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика