Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхшăн кашни хăй яваплă

20 января 2014 г.

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе сывлăха сыхлас енĕпе «Сывă Раççей» юхăм старт илнĕренпе тăватă çул çитрĕ. Çак федераллă программăна пурнăçласа сиплевпе-профилактика учрежденийĕсен никĕсĕ çинче сывлăх центрĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсем кашни субъектрах пур – пĕтĕмпе 1000 ытла. Республикăри сывлăх центрĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ клиника больницин центр заведующийĕпе, аслă категориллĕ врачпа, медицина наукисен кандидачĕпе Татьяна Константиновна СПИРИДОНОВАПА калаçатпăр:

– Çак центрсем чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма тата вăраха каякан инфекци чирĕсене асăрхаттарма пулăшаççĕ. Юлашкисем шăпах ĕçлекен ÿсĕмри çынсен вилĕмĕн тĕп сăлтавĕ пулса тăраççĕ.

Чăваш Республики сывлăх центрĕсем туса хурассипе 2010 çултах ултă чи лайăх регион шутне кĕчĕ. Паянхи кун Чăваш енре аслисем валли вĕсем тăваттă, ачасем валли иккĕ ĕçлеççĕ.

Пирĕн больницăра центр чи малтан хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Тăватă çулта кунта 60 пин ытла çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. 8 пин ытларахăшĕ хăйĕн сывлăхĕн динамикине тепĕр хут тĕрĕслеттерчĕ. Хулара вырнаçнă пулин те, кунсерен кунта килекенсен 20–25 проценчĕ ял çыннисем пулнине палăртмалла.

Пирĕн центрта 18 çултан аслисем пурте сывлăхне тĕрлĕ енчен тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Специалистсем çын ÿсĕмне, патологине кура кашнине уйрăм сывлăх программисем хатĕрлесе параççĕ.

Анчах та патшалăх пулăшăвĕ кăна çителĕксĕр, кашни çыннăн сывлăхĕшĕн хăйĕн тăрăшмалла.

– Татьяна Константиновна, эсир 8 пин ытла çын сирĕн пата тепĕр хут килнине каларăр. Вĕсен сывлăхĕ пурин те лайăхланнă-ши е çук;

– Шел те, пурин те мар. Сывлăхлă пулма вăл е ку чирсем пуррине, мĕнлерех апатланмаллине, спортпа туслă пулмаллине пĕлни кăна çителĕксĕр, ку хушусене пурне те пурнăçламалла. Сăмахран, сиенлĕ йăласене пăрахăçламалла, ытлашши çимелле мар, апатлану рационне улăштармалла, специалист хушнă упражненисене тумалла. Çын хăй вăй хумасăр чир те иртмест.

– Чирсен теветкеллĕх сăлтавĕсем çинче чарăнса тăрар-ха.

– Ку сăлтавсене çын улăштарма пултараканнисем тата пултарайманнисем çине пайлама пулать. Этемрен «ыйтманнисем» йышне çаксене кĕртмелле: 40 çултан аслăрах ÿсĕм, йăхран куçакан чĕре-тымар, шыçă тата ытти вăрах инфекци чирĕсем. Çавăн пекех теветкеллĕх ушкăна арçынсем ытларах лекеççĕ, хĕрарăмсем – климакс хыççăн.

Çын улăштарма пултараканнисем: туртни, юн пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăк пулни, тĕрĕс мар апатланни, ытлашши йывăрăш тата самăрлăх, сахал хускални, алкогольпе айкашни.

Сывлăх центрĕсен специалисчĕсен тĕп задачи – çак сăлтавсене тупса палăртса çынсене вĕсем мĕн патне илсе çитерме пултарассине ăнлантарни, вĕсене пĕтерме сĕнÿсем парасси.

Тĕслĕх илсе кăтартар, центрта хăйне сывă туякан çамрăкăн холестерин шайĕ пысăк пулнине, чĕрин ĕçĕ пăсăлнине тата самăрлăхăн пуçламăш тапхăрне тупса палăртрăмăр. Енчен те вăл çак сăлтавсене пĕтерсен вăрăм та телейлĕ пурнăç пурăнса ирттерес шанăç пур. Хальхиллех хăварсан вара гипертони, инфаркт е инсульт патне илсе çитерме пултарать.

– Сирĕн центр ăçтарах вырнаçнă-ха;

– Хулари 1-мĕш номерлĕ клиника больницин никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ сывлăх центрне çак адреспа çитме пулать: Шупашкар хули, Трактор тăвакансен урамĕ, 46-мĕш çурт, поликлиника. Эпир ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен ĕçлетпĕр, шăмат кун 8-па 14 сехетчен. Пирĕн патра Раççей Федерацийĕнче пурăнакан кирек кам та тĕрĕсленме пултарать. Çумра виçĕ документ пулмалла: медицина страхлавĕн полисĕ, паспорт тата пенси страхлавĕн свидетельстви. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (8352) 23-56-07, 23-56-13.

Сывлăх центрĕсем çавăн пекех аслисем валли республикăри сиплекен медицина тата реабилитаци центрĕн, хулари васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин, Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин, ачасем валли республикăри ача-пăча клиника больницин тата хулари 3-мĕш ача-пăча больницин никĕсĕсем çинче вырнаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика