Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулпа Пушкин саламлатчĕ…

20 января 2014 г.

Калининăри профессипе техника училищинче 40 çул хушшинче тăватă директорпа ĕçлесе куртăм. Пин ытла каччăпа хĕре электромеханик, электромонтер, çыхăну монтерĕ пулма вĕрентрĕм.

Малтан, 1961 çулта, аслăрах çулхисем те пурччĕ-ха: виççĕн фронтра Çĕнтерÿ туптанисем, тепĕр пиллĕкĕш – манран аслăраххисем. Группăри çынсемпе туслăн хутшăнма çăмăлччĕ: пурте пĕлÿшĕн çунтараççĕ, ăста специалистсем пуласшăн. Районсен, предприятисен хуçисем пулас электриксене пирĕн училищĕре хатĕрлеме хăйсем лартса килетчĕç. Вырăнти влаç пулăшу кÿме хапăлччĕ. Калинино ялĕçтăвком председателĕ пулнă Николай Петрович Ананьевпа Маргарита Николаевна Косолапова сĕнсе ÿкĕтленипе мана икĕ хутчен депутата суйларĕç. Вун икĕ çул район сучĕн заседателĕнче лартăм. Вун икĕ çул хушши пĕр улшăнмасăр профком председателĕн лавне туртма тиврĕ. Ятăма районти Хисеп кĕнекине çырса хучĕç. Хĕрÿ-вĕри чĕрепе канăçсăр пурăнаттăмăр, ялан çын хушшинче тĕркĕшнĕшĕн халăх чăнласа хисеплетчĕ, кама кăштах пулăшма пултарнă – паян кунчченех пуç тайса тав тăваççĕ.

Георгий Иванович Ульянов директор спорт юхăмне хăватлă хускатрĕ. Йывăр атлетсен секцине вăл, эпĕ, А.Д.Пирогов тата Е.Г.Белов ертсе пыраттăмăр. Кире пуканĕ йăтассипе районти, республикăри ăмăртусене пирĕн патра час-часах ирттернĕ. Георгий Иванович мĕнпур конкурссемпе смотрсене хăй хутшăнса хавхалантаратчĕ. Пĕрре, çапла, спринтерсен тупăшăвне тем тесе çулăхрĕ-çке – кĕрнеклĕ хулăн кĕлеткипе çурăмĕ çине пуç хĕрлĕ шаплатса ÿкрĕ. Хытах ыратрĕ, паллах: ахлатса илчĕ, çийĕнчех сиксе тăчĕ. «Кульбит тума та пĕлмелле!» – тесе ахăлтатса кулса кăтартрĕ. Пирĕн вăхăтра «личный пример» тенине питĕ хаклатчĕç. Вĕрентÿри тата спортри çитĕнÿсене палăртса училищĕне Республика Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Иртнĕ ĕмĕрти утмăлмĕш çулсен пуçламăшĕнче хамăрăн района, пĕтĕм республикăна талккăшпе электрификацилес ĕçсем вăйлă пулса пыратчĕç. Директорта Александр Иванович Пушкин тăрăшнă çулсенче эпĕ хамăн группăпа çывăхри ялсене тухса электриксене сахал мар пулăшнă. 1961-мĕшĕнче вун икĕ вĕренекенпе Казахстанра икĕ уйăх, 1962-мĕшĕнче Самар тăрăхĕн кăнтăр районĕсенче тепĕр икĕ уйăх тар тăкса ĕçлерĕмĕр. Çав облаçсенчен пирĕн ятпа Тав хучĕсем килсе тăнăшăн Александр Пушкин шутсăрах хĕпĕртенĕ, пире грамотăсем те, премисем те панă. Хăйне Шупашкара куçарнă хыççăн та мана, манăн группăна Çĕнĕ çул ячĕпе, ытти паллă уявсемпе çултан çула саламлă çырусем ярса тăратчĕ. «Курăр-ха, пирĕн Пушкин хăйпе пĕр ятлă-шывлă поэтпа пĕрех сăвăланă!» – теттĕмĕр. Профессилле ăсталăх результачĕсемпе ытти училищĕсем хушшинче Раççей Федерацийĕнче 3-мĕш вырăна тухрăмăр, çакăн çинчен чи малтан А.Пушкин телеграмминчен пĕлтĕмĕр.

Шел, çĕршыва электриксем урăх кирлĕ мар, ытти çĕр-çĕр ПТУ йышĕпе пĕрле пирĕнни те пăрахăçланчĕ. Пирĕн Пушкин кун пирки епле сăвăланă-ши;

Вл.МИХАЙЛОВ.

Калинино.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика