Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç Геройне асра тытса

20 января 2014 г.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта Социализмла Ĕç Геройĕ Иван Никифорович Никифоров (шкул ун ячĕпе хисепленет) çуралнăранпа 104 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ мероприятисем пуçланнă. Шкул библиотекинче кĕнекесен «Эпир ăна асра тытса пурăнатпăр» куравне пухнă. Людмила Маркова библиотекарь ачасемпе учительсене паллă вĕрентекенĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксемпе, статьясемпе тата ытти материалпа паллаштарать.

Вунă кун хушши викторинăсемпе класс сехечĕсем, КВН вăййи, «çавра сĕтелсем», математика олимпиадисем иртĕç. Шкул музейĕнче те Иван Никифорович Никифоров çинчен чылай материал пухнă, унта экскурсисем йĕркелеççĕ. Январĕн 24-мĕшĕнче, сумлă педагог çуралнă кун, кашни класрах пĕрремĕш урокра унăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне аса илĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика