Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухмăр чĕртнĕ…

20 января 2014 г.

Шалти ĕçсен республикăри министерствин информацийĕ тăрăх, Вăрнарти полицейскисем поселокри пасар территорийĕнчи кафене çаратнă тĕслĕхе уçса панă. Çав кун кафере пулнă арçын унта каçхине тăрса юлнă та меллĕ самантпа усă курнă иккен.

Каярахпа видеосăнав камерисене пăхнă заведени хуçи ирхине 2 сехетре зал тăрăх такам утса çÿренине асăрханă. Предприниматель кафере пăхса çаврăнса тухнă: тавралла нимĕн те улшăнман пек, анчах темиçе кĕленче коньяк, шампань тата шурă эрех (пĕтĕмпе 3 пин тенкĕлĕх) тухман.

«Вурнарский» пайăн уголовлă шырав пуçлăхĕн С.Николаевăн сăмахĕсем тăрăх, видеокамера çырса юлнă кадрсем çинче «каçхи хăнан» сăнĕ аванах курăнман пулин те вăл камне палăртма пултарнă. Хăй кунта мĕнле лекнине арçын каçхине пĕрремĕш хутри туалетра çывăрса юлнипе ăнлантарнă. Вăранса кайсан кафене мухмăр чĕртме хăпарнă мĕн, ирхине йăтса тухма та хутаçа тултарса хунă. Кафе ĕçченĕсем ĕçе килсе алăка уçнă хыççăн вăрттăн тухса тарнă.

Хамăр инф.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика