Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан – ăнăçать

20 января 2014 г.

Район спортсменĕсем иртнĕ çула ăнăçлă вĕçлерĕç. «Халĕ мартри турнира хатĕрленетĕп», – терĕ Вăрнар каччи Алексей Кириллов штангист. Çĕнĕ çул умĕн вăл Çĕнĕ Шупашкарта йывăр атлетика енĕпе иртнĕ республика чемпионачĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. 94 килограмлă виçе категорийĕнче вăй виçнĕ. Чемпион – Юрий Павлович Агиловăн вĕренекенĕ.

Футболистсен те канма вăхăт çук. «Химик-Августăн» 1998 çулта çуралнă каччăсен команди Хусан хулин Хĕллехи уçă первенствинче тупăшать. Хăйĕн ушкăнĕнче Александр Строганов тренерăн вĕренекенĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.

Ыран, январĕн 19-мĕшĕнче, финалăн пĕрре-тăваттăмĕш пайĕнче «Химик-Август» Хусанти «Мирас» командăпа тĕл пулĕ. Татса паракан вăйă çамрăксене виççĕмĕш вырăншăн е финала тухма шанăç парать.

Уçă первенствăра пĕтĕмпе вунпĕр команда вылять. «Химик-Августсăр» пуçне ыттисем пурте – Хусан хулин командисем.

Футбол тусĕсене Вăрнарти «Химик» стадион та йыхравлать. Кунта паянтан пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен хутăш препаратсен завочĕн тата «Август» Фирмăн хушма компанийĕсен ĕçченĕсен пĕрлештернĕ командисем тупăшĕç. Вăйăсем шăмат кунсерен иртеççĕ. Турнира «Химик» спорт клубĕ 10 çул çитнине халалланă.

С.ЧИКМЯКОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика