Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслаштарас тĕллевпе

20 января 2014 г.

Раççей Правительствин хушăвĕпе 2016–2020 çулсенчи тапхăрта физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевлĕ программăн концепцине çирĕплетнĕ, ăна пурнăçлама 73,98 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Программăпа массăллă спорт тĕсĕсене аталантаракан сахал бюджетлă 352 объект çĕклеме палăртнă. Çавăн пекех Олимп вăййисен тата Паралимп вăййисен программине кĕрекен мĕнпур тĕспе Раççейĕн пĕрлештернĕ командисем валли вĕренÿпе тренировка центрĕсем пулĕç.

Программа тĕпрен илсен 2020 çул тĕлне халăхăн пысăк пайне физкультурăпа тата спортпа туслаштарас тĕллевлĕ. Ун йĕркипе пулакан инфраструктура вара тăнăçлă резерв хатĕрлеме май парĕ.

Чăваш енре хальхи вăхăтри инфраструктура сетьне аталантарасси малалла пырать. Çывăх çулсенче çĕнĕ спорт сооруженийĕсем çĕклеме, пуррисене модернизацилеме палăртнă. Объектсенчен чи пысăкки – биатлон тата сăнăран перессипе Олимп вăййисен хатĕрленĕвĕн регионти центрĕ. Ăна çĕклеме кăçал пуçăнмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика