Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кама чăрмантарнă-ши?

15 января 2014 г.

Çĕнĕ çул уявĕсем шавласа, кĕрлесе иртсе кайнине сисмерĕмĕр те. Тата тепĕр çул хыçа юлчĕ.

Кашни çын Çĕнĕ çула хăйне евĕр кĕтсе илме шухăшлать, асамлăха чăнлăха çавăрма чăтăмсăррăн кĕтет. Пăваялĕнче пурăнакан, Малти Ишек шкулĕнче физкультура учителĕнче ĕçлекен Борис Терентьевичпа мăшăрĕ Надежда Николаевна, Кĕçĕн Кипекри моделлĕ библиотекăра библиотекарьте тимлекенскер, кил умĕнче тĕлĕнмелле илемлĕ Юрпикепе Хĕл Мучие ăсталарĕç. Кун пек илемлĕ кĕлеткесем районти ялсенче пĕринче те çук пуль; Кам Хĕл Мучипе Юрпикене Çĕнĕ çулта тĕл пулайман, килсе курăр пирĕн яла. Аслă урамрах вĕсем, кам яла килсе кĕрет, кам ялтан тухса каять – пурне те ырă сунса кĕтсе илеççĕ, телейлĕ çул сунса ăсатса яраççĕ. Çанталăк ăшши те хăратаймарĕ, ирĕлтереймерĕ вĕсене. Анчах пĕр чунсăр, чыссăр çын пĕр тĕттĕм каç Юрпикен пуçне ватса пăрахса хăварнă. Çав Юрпикене кÿрентернĕ çын вăл, хăйне хăй хисеплемен, Çĕнĕ çулта савăнма пĕлмен, ĕçкĕ ăшне путнă, путсĕр этем. Акă ăçтан пуçланать вандализм.

Пурпĕрех Пăваялĕнче ырă шухăшлă çынсем ытларах. Çĕнĕ çулта пĕчĕккисем те, çамрăксем те, аслăраххисем те симĕс елка тавра çаврăнса ялти культура çуртĕнче мĕн пек савăнчĕç. Ташларĕç, юрларĕç, сăвăсем каларĕç, çамрăксем «чăваш асаннисем» пулса халăха култарчĕç. Борис Терентьевич та чăтаймарĕ сăмах каламасăр: «Пирĕн ялта пурăнакансем чăнах та пур енчен те пултаруллă. Настя Иванова, Сергей Кириллов, Вадим Иванов, Эльза Иванова акă спортра пысăк çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ, пултарулăх ушкăнĕ концертсемпе ют районсене тухса çÿрет, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тăрăшакансем те маттур, çавăнпа та мухтанас килет ман ял-йышăмпа». Хăй те 15–20 çул ялти культура çуртĕнче кашни çулах Хĕл Мучи рольне вылятчĕ, кăçал вара ку тивĕçе университет студентне Максим Федорова шанчĕ.

Анна ПЕСКОВА.

Пăваяль.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика