Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Кĕвĕ хыв, сăвă хайла, тĕлĕнтермелле юрла

18 декабря 2013 г.

Эрне кун районти культурaпа кану центрeнче иртнe «Виç Çавал çаврисем» конкурс-фестиваль Вaрнар районe пултаруллa çынсемпе чaннипех те пуяннине тепeр хут çирeплетрe

Кунашкал конкурс темиçе çул каялла аслaрах ÿсeмри çынсем хушшинче Пeтeм тeнчери ватaсен кунне халалласа иртнeччe. Хальхинче вара сценaна тeрлe ÿсeмри çынсем – сaвa-юрa-кeвe çыракансем – йышaнчeç. Вeсем – тeрлe професси çыннисем: студентсем, ял хуçалaхeнче, вырaнти хaй тытaмлaх органeнче, культурaра тимлекенсем, пенсионерсем. Анчах вeсене пурне те ытарлaх, илемлeх тeнчи, сaмах вaйe, çемe çепeçлeхe пeрлештерчe.

Муза чи талантлисем патне «хaнана» килет, ун чухне йeркесем хaйсемех шaрçаланма тытaнаççe. Конкурсантсем ахальтен мар eнтe сцена çинчен вулакан сaввисем камaн касура, камaн утa çулнa чухне, камaн шaппaнлaхра çырaннине палaртрeç. Камaн ачаранах çуралаççe вeсем, кам вара тинтерех кaна çырма тытaннa.

Хaш авторсен вeсем рифмaна та тeрeс выртнa, содержанийe те тыткaнлать. Сaмахран, Вaрнарта пурaнакан Раиса Николаевна Малышеван. Вaл вуланaçемeн сисмесeрех ун «пурнaçeпе пурaнма», унпа пeрле хурланма е савaнма тытaнатaн.

Пур авторaн та çапла пулнa пулсан-и; Шел те, хaш конкурсантсен сaввисем карта ларса çитмен, е рифмaна ларман, е сыпaксем çитмеççe.

Чылайaшне пирeн вулакансем те аван пeлеççe: Санарпуçeнче пурaнакан выльaх тухтaрeн Борис Леонтьевaн, Кÿстÿмeрти Мaккaль Нинин (Нина Максимован), Ярмушкари ял поселени eçченeн Лиана Григорьеван, Анастасия Кроткова пуçлакан çамрaк поэтaн, Вaрнарти Валентин Семеновaн, Хaмaшри Анастасия Кузьминан (Ложкинан) сaввисем литература страницисенче пeрре мар пичетленнe.

Хaй тeллeн вeреннe композиторсен юррисене те районта пурaнакансем уяв концерчeсенче илткеленe. Чaрaш Ишекри Олег Семенов çырнисем чaваш радио хумeсем çинче те час-часах янaраççe. Хaй вaл ялти культура çуртeнче eçлет, Калининaри шкул-интернатра ачасене юрa тeнчипе çывaхлатать.

Юнашар ял каччи Шeнер Ишекри Александр Кузьминaн та юрaсене кeвве хывасси – тахçанхи чун уççи. Шкулти музыка учителeн таланчe те аякка вeçнe. «Калинушка» ушкaн, Диана Сергеева пeчeк артистка ун юррисене çав тери тасан, чуна тыткaнламалла шaрантарчeç.

Кайри Тукайри Татьяна Степанова пeлтeр республикaри «Кeмeл сасa» конкурсра куракансен кaмaлне тивeçнeччe. Районти сцена çине вaл хaй çырнa, кeвeленe икe юррипе тухрe. Сaмах май, пултаруллa хeр кaçал районти «Чaваш пики» конкурсра та çeнтернeччe.

Упнер ял поселенийeн специалисчe Нина Тикинева та темиçе çул каялла чaвашсен «Çaлтaрсен фабрики» конкурсне хастар хутшaннaччe. Хальхинче вaл та жюри умне икe юррине кaларчe.

Калининaри Виктор Волков, Альбина Максимова хaйсем çырнa юррисемпе тыткaнларeç.

Сaвaç, юрaç, композиторсем конкурса пeтeмпе 20-eн хутшaнчeç. Участник дипломне Татьяна Ермолаева, Валентин Семенов, Нина Максимова, Борис Леонтьев, Юлия Васильева, Людмила Николаева, Анастасия Кузьмина, Эльвира Петрова, Людмила Федорова («Поэзи»), Римма Майорова, Нина Тикинева («Автор юррисем») тивeçрeç.

Чи пултаруллисем çаксем: сaвaçсенчен – Раиса Малышева. Иккeмeшпе виççeмeш вырaнсенче Лиана Григорьевапа Анастасия Кроткова; композиторсенчен – Олег Семенов, Александр Кузьмин тата Василий Семенов; авторла юрaсене юрлакансенчен – Татьяна Степанова, Альбина Максимова тата Виктор Волков.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика