Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тимлĕх кирлĕ

9 декабря 2013 г.

Районти культура çуртeнче сусaр çынсен пeтeм тeнчери кунне анлaн паллa турeç. «Эпир тeнчене, тавралaха ырa тата илем кÿрессишeн пурaнатпaр», – пулчe мероприятин тeп шухaшe.

Районта 2,5 пин инвалид пурaнать: 1-мeш ушкaнрисем – 472, 2-мeш ушкaнрисем – 810, 3-мeш ушкaнрисем 1041 çын, инвалид ачасем 146-aн. Залра пухaннисенчен те акa нумайaшe тeрлe чир-чeрпе аптaрать пултaр, анчах пурпeрех алa усмаççe, пурнaçа пeтeм чун хавалeпе юратаççe. Вeсем хушшинче пултаруллa та талантлa çынсем, спортра ÿсeмсем тaвакансем, обществaлла eçсене хастар хутшaнакансем нумай. Анчах вeсене пуринчен ытла тимлeх кирлe, хaйсен пултарулaхне аталантарма майсем туса памалла. Шaпах çак тeллевпе – обществaна инвалидсен ыйтaвeсемпе кaсaклантарма – çирeплетнe те сусaр çынсен кунне.

Çак куна халалласа ирттернe мероприятие район администрацийeн пуçлaхe Леонид Николаев уçрe. Инвалидсен районти обществи хут çинче кaна тaракан организаци мар, пысaк хастарлaхпа eçлекен пeрлeх пулнине палaртса Елена Сергеева председателе çакaншaн уйрaммaн тав турe. Ÿсeмeсем чaнах та курaмлa: чир-чeре пaхмасaрах вeсем республикaри пултарулaх конкурсeсенче тата спорт тупaшaвeсенче çeнтереççe, усaллa канма пeлеççe, экскурсисене тухса çÿреççe тата ытти те. Нумаях пулмасть-ха район команди республикaри спорт фестивалeнчен çeнтерÿпе таврaннa.

Район администрацийeн пуçлaхeпе Леонид Николаевпа Елена Сергеева председатель инвалидсен Вaрнарти организацийeн хастарeсене Хисеп грамотисемпе чысларeç.

Социаллa хÿтлeх пайeн пуçлaхe Ирина Смолина сусaр çынсене соцпакетaн сиплевпе кану путевкисемпе çыхaннa пайне укçан илмесeр хaварма сeнчe. Кaçал акa санаторисенче 26 инвалид сывлaхне çирeплетнe. Халaха eçпе тивeçтерекен районти центр ертÿçи Римма Евсеева инвалидсене eçе вырнаçтарассипе, професси илме пулaшассипе çыхaннa ыйтусене хускатрe. Вaл пeлтернe тaрaх, çитес çул саккуна кeрекен улшaнусемпе килeшÿллeн организацисенче инвалидсем валли ятарлa eç вырaнсен шучe ÿсмелле, – çав шутра районта та 30 енне. Районти тeп больницaн тeп врачe Николай Тинюков та тeрлe ыйтaва хуравларe, инвалидсене эмелсемпе тивeçтерес программа мeнле eçленипе паллаштарчe.

Уяв программи çав тери пуян пулчe. Районти культура çурчeн артисчeсемпе пeрле сцена çине Калининaри шкул-интернат вeренекенeсем тата психикaпа неврологи интернатeнче сипленекенсем тухрeç. Сaмах май, çак икe интернат артисчeсем те – республикaри пултарулaх конкурсeсен тата фестивалeсен çeнтерÿçисем.

Сусaр çынсен ал eçeсенчен, сaн ÿкерчeкeсенчен йeркеленe курав пуянлaхeпе, илемeпе тeлeнтерчe. В.Платоновaн тaван тавралaха сaнлакан ÿкерчeкeсем, Л.Соловьеван йывaçран касса aсталанa eçeсем, А.Песковапа Т.Шакирован хÿхeм тeррисем, шкул-интернат вeренекенeсен ал eçeсем, психикaпа неврологи интернатeнче сипленекенсен аллисемпе çыхнa теттесем... – пурне те каласа пeтереймeн. Анчах кашни eçре – ырaлaх, черченлeх, ниме пaхмасaр пурнaçа юратни.

И.ЯКОВЛЕВА.

Сaн ÿкерчeксенче: Калининaри шкул-интернатра вeренекенсен тата психикaпа неврологи интернатeнче сипленекенсен пултарулaх ушкaнeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика