Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Мухтав хумĕпе çĕклерĕç

4 декабря 2013 г.

Вaрнарти «Химик-Август» футболисчeсем республика чемпионачeсенче пeрремeш йeркесене йышaннине темиçе çул пaхса савaнатпaр. Тeрeссипе, çакна эпир пурнaç йeркийe пекех йышaнма тытaнтaмaр – кашни вaйaранах вeсенчен çeнтерÿ кeтетпeр. Кaçалхи сезона та aнaçлa вeçлерeç вeсем. Тeп команда Чaваш Республикин футбол Кубокне саккaрмeш хут çeнсе илчe, аслa дивизионра кeмeл призер пулса тaчe. «Химик» стадион – республикaра чи лайaххи-кaтартулли. Директорe – Юрий Павлович Агилов. Альберт Сабиров «Чи лайaх вратарь», Роман Кожатов «Чи лайaх хÿтeлевçe», Артем Бычков «Чи лайaх вылякан» ятсене çeнсе илнe.

Аслисем кaна мар, футболистсен çитeнекен aрaвe те кaçал пирeн шанaçа тивeçлипе тÿрре кaларчe. Çакна вырсарни кун Вaрнарти физкультурaпа спорт комплексeнче иртнe «Футбол – больше, чем игра» чыславри кубоксен, статуэткaсен, дипломсен йышлa шучeпе те çирeплетме май пулчe.

Ачасем çулталaк тaршшeпех тeрлe турнирта вaй виçрeç. Кeçeн каччaсен (1998–1999 çулта çуралнисен) шутeнче пилeк çeнтерÿ: Красноармейскинчи мини-футбол, Шупашкарти М.А.Зефирова асaнса ирттернe мини-футбол, Чaваш Республикин первенстви, ял командисен «Колосок» республикaри aмaртaвe,Чaваш ен чемпионачe.

Республикaн пeрре мар чемпионeсем икe çул eнтe Раççей первенствин Атaлçи зонинче тупaшаççe. Хусан хулин уça первенствин бронза призерeсем, Пeтeм Раççейри ял командисен «Колосок» aмaртaвeн участникeсем.

Ку йышран чылайaшe аслa каччaсен (1996–1997 çулта çуралнисен) ушкaнeнче те выляççe. Вeсем ку сезонра Красноармейскинче виççeмeш, районти «Акатуй» парнисемшeн пынa вaйaсенче иккeмeш, республикaри «Сaран мечeк» турнирта тaваттaмeш, Раççей первенствин Атaлçи зонинче виççeмeш, ял командисен «Колосок» республикaри турнирeнче пeрремeш, мини-футбол енeпе республика первенствинче пeрремeш вырaнсене йышaнчeç.

Кeçeнреххисен те çитeнÿсен енчeкe тулсах пырать. 2000–2001 çулта çуралнисем В.Свешников депутат парнисемшeн иртнe турнирaн кeмeл, республикaри мини-футбол турнирeн ылтaн, Çeмeрлере иртнe кил хушшинчи командaсен турнирeн ылтaн призерeсем. 2002–2003 çулта çуралнисем В.Свешников парнисемшeн иртнe aмaртура, республикaри «Сaран мечeк», халaхсем хушшинчи «Локобол-2013-РЖД» фестивалeнче, Çeмeрлери кил хушшинчи командaсен aмaртaвeнче виççeмeш вырaнсене йышaннa. Чaваш Республикин первенствин кeмeл призерeсем. «Единая Россия» пуçарaвeпе иртнe «Шкул спорчe» турнирта пиллeкмeш вырaн йышaннa.

Кунашкал тeслeх республикaра урaх çук – «Август» Фирма спорт, уйрaмах футбол аталанaвне, çав тери пысaк тимлeх уйaрать. Çак уяв та ку предприятире eçлеме пултарнине çеç мар, спортпа туслa пулнине, çeнтерeве чаплaн паллa тума пeлнине кaтартса пачe.

Футбол чaннипех те вaйa çеç мар. Вaл – çивeч тупaшу, çирeп туслaх, хутшaнусем, тeрлe aру çыхaнaвe. Вaйaра кaна мар, пурнaçра та çeнтерме, тeллевсем патне aнтaлма пулaшать, терe «Химик» спорт клубeн председателe Евгений Захаров, районта спортaн çак тeсне аталантарас тесе чунтан çунаканскер, пeтeмлетÿсемпе паллаштарнипе пeрлех «Август» Фирмaн генеральнaй директорне Александр Ускова тата «Вaрнарти хутaш препаратсен завочe» филиалeн директорне Владимир Свешникова – футбол eмeрне тaсассине çав тери пысaк вырaн уйaрнaшaн, ачасен ашшe-амaшне – сывa aру çитeнтернeшeн, командaсен çывaх тусeсене – матчсенче хавхалантарнaшaн тав туса.

– Спортпа туслa ачасен воспитанийe те çÿллe шайра, вeсем – хaйсен тантaшeсемшeн ырa тeслeх. Раççей шайeпе илес пулсан, пирeн футболистсем япaхах мар выляççe. Эпe Вaрнар ачисем те малашлaхра çeршыв командин йышне кeрессе шанатaп. Ырa тeслeх илмелли пур: Мускаври ЦСКА тата Раççей пeрлештернe командин защитникe, тeрлe Кубоксен, матчсен çeнтерÿçи Сергей Игнашевич – амaшe енeпе çурма чaваш, – терe çамрaк aрaва саламланa май район администрацийeн пуçлaхe Леонид Николаев спортсменсене çитес сезонра тата та чаплaрах ÿсeмсем тума aнaçу сунса.

Çамрaк футболистсен чунeсем мeнлерех хaпартланчeç пулe – кашни командах вaл е ку турниршaн дипломпа Кубоксене тивeçрe. Лайaххисенчен чи лайaххисем – ятарлa статуэткaсене. Дмитрий Германов, Ростислав Петров, Максим Куприянов, Дмитрий Мошкин, Денис Порфирьев, Виталий Крылов, Стас Сидюхин, Егор Дмитриев, Дмитрий Яковлев, Денис Павлов, Евгений Анюров, Роман Сорокин, Денис Тихонов, Александр Зиновьев, Евгений Порфирьев, Максим Шадрин, Николай Корнилов – акa вeсем кaçалхи чи лайaх вылявçaсем: кам чи лайaх хÿтeлевçe, кам чи лайaх вратарь, камaн шутeнче чи нумай гол, кам чи лайaх тапaнса вылякан.

Вaрнарсемшeн тепeр пeлтерeшлe саманта та асaнса хaвармалла. Кун пекки пулман, уяв хыççaнах Стас Сидюхинпа Николай Корнилов Юрий Коноплев ячeллe футбол академийeн ертÿçисен чeнeвeпе Самара облаçне тухса кайнa, малашне вeсене çамрaксен çeршывaн пeрлештернe командин йышeнче курас шанaç пысaк.

Паллах, ачасен çитeнeвe – пeтeмпех Александр Борисович Строгановaн тренер aсталaхeпе aс-тaн хывaмe. Нумайaшe пeлмест те пулe: вaл пирeн район çамрaкeсене – поселоксaр пуçне, Ярмушка, Пaртас, Кeçeн Кипек, Çeрпел, Аçaмçырми, Шeнер Ишек ял ачисене – футбол вaрттaнлaхeсене вeрентме кашни кун Çeмeрлерен Вaрнара çÿрет. Турнирсем хыççaн нумай чухне килне вaл «автостоппа» çитет пулин те, юратнa eç aна киленeç кaна кÿрет. Вaл шанать – парaнса eçлени яланах паха çимeç парать.

Ачасемшeн çакнашкал чыслав – çав тери пeлтерeшлe. Командaсене вaл пeрлешÿллeрех выляма, ыттисен çитeнeвeсемшeн савaнма, хaйсене те туртaнма вeрентет. Чи кeçeннисемшeн – уйрaмах. Уявра акa 2003 çулта çуралнисене тата кeçeнреххисене футболистсен ретне илчeç, вeсем пурин умeнче çитeнÿсемпе савaнтарма тупа турeç.

Роман Исакин футболпа шaпах çак çулсенче туслашнa. Халe eнтe вaл – «Химик–Августaн» тeп командин тeп шaнaрe. Уявра ачасене вaл хaйсенче çeнтерес туйaма вaратма ыйтрe.

Елена Аликова ертсе пыракан фитнес-аэробика ушкaнeсем хaйсен ташшисемпе спортра пур тeс те туслa пулнине çирeплетрeç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика