Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çумăр чăрмав мар

11 сентября 2013 г.

Чaн-чaн спорт тусeсем нимeнле çанталaкран та хaраманнине «Çeнтерÿ çулe» хаçат парнисемшeн иртнe эстафета çирeплетсе пачe. Эрне кун иртенпех çумaр лÿшкерe пулин те спортсменсем çине тaнипех aмaртaва урaх куна куçармарeç.

Шкулсен, eç коллективeсен 30 командине йышaнчe кaçал «Химик» стадион. Çумaр çунaран-и, кaçал вaл иртнe çулхисенчен те çивeчрех иртнeн туйaнчe. Çакна призерсен йышне çeнe командaсем кeни те çирeплетрe.

– Пeр утас выляса ятaмaр, – пaшaрхануллaрах пeлтерчe Калинино шкулeнчи физкультура учителe Александр Федорович Михайлов. Вaтам шкулсем хушшинче Çeнтерÿ кубокне вeсем виçe çул алaран яманччe. Кaçал çeнe йышпа хутшaнни те, тен, хaйeнне турe пулe. Çапах та ку шкулта вeренекенсен кулянмалли çук: вeсем – кeмeл призерсем.

Ку ушкaнра Çeнтерÿ Кубокe хальхинче Аçaмçырми шкулне кайрe. Эстафетaна Владислав Николаевич Петровaн вeренекенeсем Анастасия Иванова, Дмитрий Еремеев, Наталия Никифорова, Александр Александров, Роза Иванова тата Сергей Степанов тухрeç.

Виççeмeш вырaнта – Ярмушка шкулeн вeренекенeсем. Учителe – Георгий Геннадьевич Сорокин.

Пeтeмeшле пeлÿ паракан шкулсем хушшинче çeнтерÿçeсем кaçал вaрманкассем. Шкул чысне Сабина Абрамова, Михаил Ченчуков, Екатерина Сергеева, Владислав Михайлов, Марина Маркова тата Егор Кузьмин хÿтeлерeç. Учителe – Владимир Григорьевич Ефимов.

Иккeмeш вырaнта Хaмaш шкулeнчи Владимир Васильевич Афанасьевaн вeренекенeсем, виççeмeшeнче – ярмушкасем.

Eç коллективeсем хушшинче чи маттуррисем кaçал та район администрацийeн eçченeсем пулчeç: Игорь Иванов, Дмитрий Паймулкин, Настя Кириллова тата Ирина Петрова. Кeмeл призер – поселокри ветерансен команди. Виççeмeш вырaна тухнa районти тeп больница команди пирки те aшa сaмахсем каламалла. Пресса спорчeн фестивальне районта ирттерме пуçланaранпах хутшaнаççe кунта тимлекенсем, кашнинчех призлa вырaна лекеççe.

«Çeнтерÿ çулe» хаçатaн эстафети çулсеренех çeнe çитeнÿсемпе рекордсем парнелет. Кaçалхи aмaртaвaн чи лайaх результачeсене те палaртмалла. Хeрачасем хушшинче aна Хaмaшри шкулта вeренекен Катя Пыркова кaтартнa. Унaн вaхaчe – 1 минут та 5 çеккунт та 28 миллиçеккунт.

Арçын ачасем хушшинче чи çивeч чупнисем иккeн: Вaрнарти 1-мeш шкулти Артем Сергеев (0.58.62) тата 2-мeш шкулти Никита Лаврентьев (0.59.69).

Паллах, çак кун выляса яракан пулмарe: çумaр витeр чупни хaех çeнтерÿпе тан. Финиша пуринчен маларах çитнисем вара район хаçачeн редакторeнчен Вячеслав Николаевран тата район администрацийeн социаллa аталану пайeн пуçлaхeн заместителeнчен Сергей Политовран кубоксене, медальсене, грамотaсене тивeçрeç. «Олимп вaййисем таран ÿсeр», – aнaçу сунчe тeп редактор çeнтерÿçeсене саламланa май.

Çaмaл атлетсен кунпа стартсем вeçленмен-ха. Ку шaмат кун Аçaмçырминчи, Калининaри, Вaрманкасри тата Хaмaшри шкулсенче вeренекенсем пресса спорчeн фестивалeн республикaри тапхaрeнче – «Советская Чувашия» хаçат парнисемшeн тупaшeç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика