Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Театр вилĕмсĕр

00:00 01 апреля 2008 г.

Республикăра паян театр искусствине сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Ун пĕлтерĕшĕпе витĕмлĕхне ÿстерес, илемлĕх тĕнчине çывăхлатас тĕлĕшпе районта та тĕрлĕ конкурс-фестивальсем, творчество каçĕсем йĕркелеççĕ. Пурнăç чăнлăхне сăнлакан, унăн çитменлĕхĕсемпе киревсĕр енĕсене çиеле кăларакан произведенисем вара халăхăн ăс-хакăл культурипе чун-чĕрине пуянлатас ĕçре сумлă вырăн йышăнаççĕ.

«Сцена искусстви яланах ăс-кăмăл вăйĕн çăлкуçĕ, кăмăл-сипет, ырăпа илем шкулĕ пулнă, малашне те çаплах пулĕ», – Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров сцена ăстисене профессилле уявпа саламласа вĕсен пултарулăх вăйĕ иксĕлми пулнине палăртрĕ.

– Театр – пирĕн пурнăç, – çирĕплетрĕç акă иртнĕ эрнере районти культура çурчĕн сцени çине тухнă пултарулăх ушкăнĕсем.

Зал лăк тулли: ларса-тăма вырăн çук. Ватти те, вĕтти те сцена çинчен куç илмест. Артистсен вылявĕ çав тери тыткăнланă вĕсене. Чăн пурнăçри хуйхă-суйхă та, йывăрлăх та манăçнă çак самантра – куракансем спектакльсен сыпăкĕсенчи пурнăçпа «сывлаççĕ».

Сцена çинче – «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн районти тапхăрĕн çĕнтерÿçисем. Вĕсене çулсерен Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ умĕн чысласси йăлана кĕчĕ.

Халăх вара чи пултаруллисене ятран пĕлме тивĕç. Хĕрарăм рольне чи ăста калăплаканĕ акă Ольга Ефремова (Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕ), арçын рольне пуринчен лайăх выляканĕ Валерий Кураков (Малтикас Ялтăра) пулчĕ. «Чи лайăх сценографи» номинаци çĕнтерÿçи – районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ, режиссерĕ – Галина Иванова. Чи лайăх режиссурăпа Çăкаллă Явăшри Алевтина Петрова, спектакле музыкăпа ăста илемлетнĕшĕн Хăмăшри Галина Блинова палăрчĕç. Театр искусствине сумлă тÿпе хывнăшăн районти культура çурчĕн ĕçченне Римма Сорокинана чысларĕç.

Калас пулать, «Чĕнтĕрлĕ чаршавăн» гала-концерчĕ Хăмăшри культура çурчĕн худрукĕн Галина Блинован ĕçĕн хаклавĕ те пулчĕ. Çак каç вăл хăйĕн диплом ĕçне хÿтĕлерĕ.

Пултаруллă çамрăк культурăра çĕнĕ çын мар. Коллективĕпе районта çĕнсе илнĕ чыс хăех унăн пултарулăхĕ, творчествăри ăнтăлăвĕ пысăк пулнине калать. Культура институчĕн преподавателĕ Раиса Туменко, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Галина Скворцова, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Нина Панина ертсе пыракан тата Виктор Петровăн кулăшпа сатира театрĕн артисчĕсем, пултарулăх центрĕн артистки Екатерина Яковлева, район администрацийĕн тата Вăрнар хула поселенийĕн тĕп специалисчĕсем Гузель Харитонова тата Светлана Журавлева «Чĕнтĕрлĕ чаршав» смотр-конкурсăн номинанчĕсене саламланинчен ытларах шăпах Г.Блинован сцена искусствинчи пултарулăхне хакларĕç. Паян-ыран алла диплом илекен студенткăн çăмăл мар, анчах легендарлă роле калăплама тиврĕ. Пĕр ÿстермесĕр – ун вылявĕнче, чунĕпе, пĕтĕм кĕлеткипе сцена пурнăçне парăннинче Нарспи сăнарĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ.

Вĕçĕмсĕр тăвăллăн алă çупни, парнесем, чечексем, спонсор («Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕ) пулăшăвĕ... Кунтан та ытларах Галина Блиновашăн хăйĕн преподавателĕн Р.Туменкăн хаклав сăмахĕсем витĕмлĕ пулчĕç. «Пиллĕк!» – пĕтĕм зал умĕнче пĕлтерчĕ вăл. Йăл кулăпа савăнăç куççулĕ тав тунипе пĕрлешрĕç.

Вилĕмсĕр «Нарспипе» черетленсе сцена çине гала-концерт çĕнтерÿçисем те спектакль сыпăкĕсене кăларчĕç. Артистсем шÿт урлă пурнăçра час тĕл пулакан самантсене, тÿнтерле пулăмсене, ĕçкĕçсене «йĕпле-рĕç». Пĕр коллективăн сценки кăна чунра пăшăрхану туйăмĕ çуратрĕ – халăха култарчĕç пулин те вĕсем эрех ĕçессине яр уççăн пропагандăларĕç...

Паллах, культура ĕçченĕсем пурнăçлакан ĕç пархатарлă, вĕсем тăвакан илем тĕнчи паян ял клубĕсене сÿнме памасть. Театр вара вилĕмсĕр – ĕмĕрсем иртсен те ăна чăн хисеплекенсем, юратакансем пĕтмĕç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика