Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçĕ – Раççей хаçатĕнче

00:00 01 апреля 2008 г.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта аталаннă тĕпчев юхăмĕ çинчен хаçатра пĕрре кăна çырман. Сăлтавĕ те пулнах – вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕпе районта, республикăра пĕрре мар палăрчĕç.

Тепĕр ырă хыпар: ку шкулти учительсем – Тамара Александровна Алексеевапа Валентина Николаевна Сердюк – регионсем хушшинчи конкурсра палăрнă. Истори, обществознани тата литература учителĕсем хушшинче вăл кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Тĕп тема – Совет Союзĕнчи политика репрессийĕн историйĕ тата ирĕксĕрлĕхе хирĕçлени.

2-мĕш шкулти историкпа литература учителĕ конкурса уроксен икĕ конспектне тăратнă: «Йĕплĕ пăралук леш енчи пурнăç тата кĕрешÿ» тата «Тĕлли-паллисĕр çул». Пĕрремĕшĕшĕн Т.Алексеевапа В.Сердюк Диплома тата парнесене тивĕçнĕ.

Кĕскен каласан, çак урокăн содержанийĕ пуян. Унта вĕрентекенсем историн тискер саманчĕсене тишкернĕ, политика режимĕн ирсĕрлĕхне уçса панă, лагерь пурнăçне курнă çынсен аса илĕвĕпе усă курнă т. ыт. те. Тĕллеве пурнăçлама тата урок сĕмне вăйлатма кĕнеке выставки, DVD-плеер, компьютер, паллă композиторсен произведенийĕсем пулăшаççĕ...

Районти вĕрентекенсем урок конспекчĕпе педагогсен Пĕтĕм Раççейри «1 сентября» хаçатăн истори предмечĕн 5-мĕш номерлĕ изданийĕнче паллашма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика